Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кулачӑ парса илӗртеймӗн

Пӗр урамра пурӑнакан ачасем ушкӑна пухӑннӑ та хӗрсе кайсах вӑййа пикеннӗ, пӗри теприне ҫӗнтересшӗн ҫине тӑрсах ӑмӑртаҫҫӗ. Акӑ ӗнтӗ вылякан ачасен ашшӗсем яла таврӑнаҫҫӗ, чылай вӑхӑт килте пулман вӗсем. Ӗлӗкхи ҫитмен пурнӑҫ кил хуҫине таҫта та илсе ҫитернӗ: пӗрисем хулара вӑй хунӑ, теприсем кӑнтӑр тӑрӑхне саланнӑ. Тырӑ-пулла илес пулсан кӑнтӑр та ырашран ытларах тулӑ акса ҫитӗнтернӗ, кулачӑна вара тулӑ ҫӑнӑхӗнчен ҫеҫ пӗҫерме пулать. Киле таврӑннӑ чухне ашшӗсем кучченеҫлӗх кулачӑ туяннӑ. Хулари ҫӑкӑр заводӗнче ятарласа пӗҫернӗ кӑпӑшка та ҫеп-ҫемҫескере, паллах, ялтипе танлаштараймӑн.
«Ачасем, эпир кайсан аннӗр ӗҫ хушсан турткаланса ан тарӑр, итлӗр, кайран сире кучченеҫ — пасар кулачи — илсе килсе савӑнтарӑпӑр», — тенӗ вӗсем инҫе ҫула тухас умӗн.
Акӑ ӗнтӗ ашшӗсем те киле таврӑнаҫҫӗ, ачисем вӗсене хирӗҫ чупса кӗтсе илес вырӑнне асӑрхамаҫҫӗ те, ҫаплах тавлашуллӑ вӑйӑра пӗр-пӗрне ҫӗнтерсе тавӑрасшӑн тупӑшаҫҫӗ. Кулачӑ та кирлӗ мар: вӑййи питӗ кӑсӑклӑ пулас.
Каярахпа ҫакӑн пек каласси ҫитӗннӗ ҫынсен хушшинче те йӑлана кӗнӗ. Калӑпӑр, фермер ҫитӗнтернӗ ҫӗрулми питӗ пысӑк лаптӑк йышӑнать. Ҫанталӑкӗ вара типӗ те уяр, ҫумӑрлӑ кунсем пуҫланиччен ӗҫлесе юлмалла. Анчах ӗҫ алли ҫитменрен фермер халӑхран пулӑшу ыйтать. Чылай хӗрарӑм фермер ани ҫине пухӑнать. Иртнӗ ҫулхине те вӑл вӗсен кӑмӑлне хуҫманччӗ-ха, ӗҫ укҫине ҫийӗнчех тӳленӗччӗ. Ана ҫинче ӗҫ вӗресе тӑрать, халӑх савӑнсах ӗҫлет: шӳтлет, пӗр-пӗринчен ҫӗнӗ хыпар илтет. Хӗрарӑмсене кунтан ытла урӑх нимӗн те кирлӗ мар: икӗ алла пӗр ӗҫ. Ытарлӑ каласан, ҫак ӗҫрен вӗсене кулачӑ парса та уйӑраймӑн.

Роман Чепунов, «Хыпар», 2010, нарӑс, 10


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-12-18 19:42:04 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2575 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем